Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: муркаш районӗ

Персона
https://наследиечувашии.рф сӑнӳкерчӗкӗ
https://наследиечувашии.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академи президенчӗ Евгений Ерагин 70 ҫул тултарнӑ.

Евгений Ефставьевич — педагог, краевед, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх академикӗ.

Вӑл Муркаш районӗнчи Ярак ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Инженер-механикра, чӑваш чӗлхи учителӗнче, Чӑваш наци музейӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тарӑшнӑ.

Таврапӗлӳлӗхпе кӑсӑкланать, 20-е яхӑн кӗнеке авторӗ, «Виръял» юхӑма ертсе пырать.

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн. Сӑнӳкерчӗкре – Денис Козлов
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн. Сӑнӳкерчӗкре – Денис Козлов

Чӑваш Енри 3 блогер «Медиаполе» Наци премийӗн финалне лекнӗ. Вӗсем – Муркаш округӗнчи Валерий Егоров, Канаш тӑрӑхӗнчи Денис Козлов, Шӑмӑршӑри Мария Васильева. Блогерсем ҫитес эрнере Мускава кайӗҫ, шӑпах ҫавӑн чухне финал иртӗ.

Валерий Егоров пирки унчченех хыпарланӑччӗ ӗнтӗ. Вӑл – агроблогер, ҫемйипе пӗрле 2 гектар ҫӗр ҫинче ҫӗр ҫырли ҫитӗнтерет. Денис Козлов вара хӑйӗн блогӗнче ял пурнӑҫӗпе паллаштарать. Мария – нумай ачаллӑ амӑшӗ. Вӑл ҫемйипе тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗк усрать, ҫав шутра экзотикӑллисем те пур. Ҫавӑн пекех вӗсем инкубаторта чӗпӗсем кӑлараҫҫӗ. Кун пирки вӑл хӑйӗн блогӗнче каласа кӑтартать.

Сӑмах май, ҫак конкурса 79 регионти 1583 ҫын хутшӑннӑ. Анчах финала 100 ҫын кӑна лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре
«Пуринчен малтан» ТГ-каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Пуринчен малтан» ТГ-каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш ялӗнче пурӑнакан, халӑх тетелӗнче хӑйсен пурнӑҫӗпе хастар паллаштаракан авторсем (халӗ ун пек ҫынсене блогер теҫҫӗ) «Медиаполе» (чӑв. Медиауй) наци премийӗн финалне лекнӗ.

Вӗсем – Муркаш тӑрӑхӗнчи Валерий Егоровпа Канаш тӑрӑхӗнчи Денис Козлов.

Ҫак икӗ арҫын ҫитес эрнере Мускава, конкурсӑн финалне хутшӑнма кайса килӗҫ.

«Пуринчен малтан» ТГ-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Валерий Егоров – агроблогер. Вӑл ҫемйипе 2 гектар ҫӗр ҫинче ҫӗр ҫырли ҫитӗнтерет. Денис Козлов хӑйӗн блогӗнче ял пурнӑҫӗпе паллаштарать.

Конкурса 79 регионти 1583 ҫын хутшӑннӑ, финала 100 ҫынна суйласа илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16641?single
 

Ял хуҫалӑхӗ
Валерий Егоров архивӗнчи сӑн
Валерий Егоров архивӗнчи сӑн

Муркаш округӗнчи агроблогер Валерий Егоров Мускава Наци премине каять. Вӑл «МедиаПоле» Наци премийӗн финалне лекнӗ. Унта лекме вара ансат пулман: Раҫҫейри 79 регионтан тӗрлӗ професси ҫыннинчен 1583 заявка килнӗ.

«Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мускава финала вӗҫетӗп!» — савӑнӑҫӗпе пайланнӑ Валерий. Сӑмах май, кӑҫал Егоровсем 2 гектар ҫӗр ҫинче ҫӗр ҫырли туса илнӗ. Ҫитес ҫул вара лаптӑка тата пысӑклатасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/s/Chuv_today/18532
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри ҫамрӑксем Пӗтӗм Раҫҫейри «Ял лидерӗсем» конкурс финалисчӗсен йышне лекнӗ. Палӑртмалла: ку конкурса ҫамрӑк ертӳҫӗсене тупас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Чӑваш Енрен финала Канаш округӗн пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен канашҫи Ольга Медведева тата Муркаш округӗн пуҫлӑхӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен канашҫи Михаил Николаев тухнӑ.

Финал раштав уйӑхӗн 3-6-мӗшӗсенче Мускавра пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15578
 

Спорт
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

59 ҫулти Зинаида Тепеева Пӗтӗм Раҫҫейри «Мастерс» категорири чи лайӑх спортсмен» конкурс финалисчӗ пулса тӑнӑ.

Вӑл – СССР спорчӗн тава тивӗҫлӗ мастерӗ, тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, Раҫҫейӗн нумай хут чемпионки, рекордсменка. Кӑҫал Зинаида Пӗтӗм тӗнчери ветерансен вӑййисене хутшӑннӑ, чемпион ятне икӗ хутчен тивӗҫнӗ.

Зинаида Тепеева Муркаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ. Спортпа шкулта вӗреннӗ чухне туслашнӑ, Шупашкарта Вячеслав Ермаков тренер патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Малтан йӗлтӗрпе чупнӑ вӑл, кайран ҫӑмӑл атлетикӑпа туслашнӑ.

Ентешӗме ҫӗнтерме пулӑшас тесен ҫакӑнта сасӑлама пулать: vk.com/wall-6783586_72828.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15500
 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws форумар вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws форумар вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Муркаш районӗнче пулса иртнӗ инкекре 32 ҫулти водитель пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Патшалахӑн автоинспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «М-7» федераци ҫулӗ ҫинче «Lada Kalina» хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Volkswagen Teramont» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. Инкекре «Лада» водителӗ вырӑнтах вилсе кайнӑ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑри «Манӑн ФАП – чи лайӑххи» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чи лайӑх виҫӗ фельдшерпа акушер пунктне палӑртнӑ.

Ку йыша Муркаш округӗнчи Хорнуй ялӗнчи ФАП, Красноармейски округӗнчи Именкассинчи ФАП тата Патӑрьел округӗнчи Ҫӗнӗ Катек ялӗнчи ФАП лекнӗ.

Ҫӗнӗ Катекри ФАП тӗслӗхлӗ пулнине те палӑртнӑ. Унти опытне республикӑри 21 фельдшерпа акушер пункчӗ тӗслӗх вырӑнне хурса ӗҫлеҫҫӗ.

 

Персона

Иртнӗ эрнере Муркаш районӗнчи Мосакассинчи вӑтам шкулта Андрей Петтокки поэта асра тытса пуҫтарӑннӑ.

Конференцие Андрей Петокки (1905–1942) поэт, тӑлмачӑ тата общество ӗҫченӗ ҫуалнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Мероприятие поэт палӑкӗ умне чечек хунинчен пуҫланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall473392833_614
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян ирхине Муркаш округӗнче 86 ҫулти водитель аварие лекнӗ. Ку инкек 6 сехет те 40 минутра пулнӑ.

Ватӑ арҫын машинӑпа пынӑ чухне руле итлеттереймен те кювета чӑмнӑ. Вӑл – 3-мӗш ушкӑнри сусӑр, водитель стажӗ – 68 ҫул. Ҫав вӑхӑтра вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ.

Вырӑна ҫитнӗ тухтӑрсем унӑн инсульт пулнине палӑртнӑ, ӑна Шупашкара Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ.

Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 108
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 26

1939
87
Ӑстакассин вырӑсла ятне улӑштарнӑ, «Большое Собачкино» вырӑнне «Астакасы» ят панӑ.
1946
80
Чӑваш Республикин Министрсен Советне туса хунӑ.
1976
50
Тихӑн Петӗркки, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын